Пча-пӑча паркне Чӑваш Республикин пӗрремӗш, ҫӗршыври виҫҫӗмӗш космонавтӑн, Совет Союзӗн 2 хут Геройӗн Андриян Николаевӑн ятне 1962-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче панӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл шӑп тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ. Унтанпа ку хӑтлӑ кӗтес хула ҫыннисемпе хӑнисен юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри пулса тунӑ. Кунта вӑхӑта усӑллӑ ирттерме майсем ҫителӗклӗ. "Ковчег" зоокӗтес, аттракционсем, ҫуллахи вӑхӑтра батутсем, хӗлле вара каток ҫинче ярӑнма пулать. Ҫапах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн парка та улшӑнусем кирлӗ. Уявра шӑпах ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл мӗнлерех пулассипе паллаштарчӗҫ. Кун пирки Филипп Якубчук архитектор-урбанист тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Улшӑну ку лаптӑкӑн кашни кӗтесне пырса тивӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӗсем пысӑкланӗҫ тата хӑтлӑрах та илемлӗрех пулӗҫ. Тахҫантанпах ӗҫлемен фонтана хута ярӗҫ, хӗллехи вӑхӑтра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттермелли павильон тума палӑртаҫҫӗ. Унтах кафе пулӗ. Зоокӗтесе те чылай улшӑну кӗтет.
Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркне ҫӗнетнӗ чухне космос темине тӗпе хурса улшӑнусем кӗртме палӑртаҫҫӗ. Уявра вара кунӗпех юрӑ-кӗвӗ кӗрлерӗ, тӗрлӗ лапамсем ӗҫлерӗҫ. Ачасем те, ҫитӗннисем те хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑнма, парнесем ҫӗнсе илме пултарчӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов