Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗрачасем хушшинче ирттернӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

Вӗсенчен кашниех ҫӗнтерӳҫӗ ята илме тивӗҫ. Сцена ҫинче ҫаврӑнӑҫуллӑ, куракан умӗнче маттур, пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. 2-мӗш ҫул иртекен ӑмӑрту кӑҫал онлайн меслетпе иртнӗ пулин те хутшӑнма кӑмӑл тӑвакан нумай пулнӑ.

5 ҫултан пуҫласа 10 ҫулчченхи хӗрачасен ӑсталӑхне тӳресем темиҫе тапхӑрпа хакланӑ. 25 конкурсантран пурте 2-мӗш тапхӑра тухнӑ. Пултарулӑх конкурсӗ валли ятарласа ӳкернӗ видеосенче кашниех хӑй мӗнпе кӑсӑкланнине кӑтартса панӑ. Юрлакансем те, ташлакансемпе мӗн пӗчӗкрен спортпа туслисем те пур. Кашни хӗрачанах тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Хаклӑ парнесемпе савӑнтарчӗҫ. "Принцесса парка" ята вара кӑҫал Софья Зевакова илчӗ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов