Хваттер хуҫисемпе республикӑри Строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, подряд организацийӗн представителӗ Роман Беликов, Шупашкар хулин Калинин районӗн прокурорӗ Роман Лащ тӗл пулчӗҫ. Паянхи куна "Кувшинка" микрорайонти 3-мӗш, 3-мӗш А тата 19-мӗш ҫуртсенчи ӗҫсене "СМУ-13" организаци пурнӑҫлать. Подрядчик объекта ҫитес ҫулхи ҫулла туса пӗтерме шантарать. Паянхи куна шалти коммуникацисене майлаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра объектра вӑй хуракансен шутне ӳстерсе ҫу уйӑхӗнче строительствӑпа монтаж ӗҫне вӗҫлесе, таврари лаптӑка хӑтлӑлатма пуҫласшӑн.
Тахҫанах туса пӗтермелли ҫуртсене 2017-мӗш ҫулта "Лидер" организаци хӑпартма пуҫланӑ. Анчах та палӑртнӑ вӑхӑта ӗҫе вӗҫлейменнине пула 2021-мӗш ҫулта ҫуртсене йывӑр лару-тӑруллӑ объектсен пӗрлехи реестрне кӗртнӗ.
"Гагарин" ҫурт-йӗр комплексӗнчи 1-мӗшпе 2-мӗш позицисенче хваттер туяннӑ ҫынсем патне вара тинех савӑнӑҫ ҫитнӗ. Ку объектсене хута ярасси те вӑраха кайнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн кунта пурӑнакан 120 ҫынна хваттер уҫҫисене парса саламларӗҫ.
Строительство министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри икӗ йывӑр лару-тӑруллӑ ҫурта ҫитес ҫул туса пӗтерсе улталаннисемпе пӗтӗмпех татӑлма палӑртаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин