Шупашкарти 41-мӗш шкулта "Хӑвӑн ҫӑлтӑрна ҫут" ятлӑ асӑну комплексӗ уҫӑлчӗ

Мемориал комплексне ҫӗршыври "Знание" пӗрлешӳ ирттернӗ конкурс гранчӗпе йӗркеленӗ. 

Патриотла ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн иртрӗ. Уяв Раҫҫей ялавне йӑтса кӗнинчен тата ҫӗршыв гимне юрланинчен пуҫланчӗ. Шкулта асӑну комплексне кӑҫал уҫни ӑнсӑртран мар: республикӑра Ҫӗнтерӳ тата патриотизм, Раҫҫейре вара Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ пулнине шута илнӗ. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку проекта пурнӑҫа кӗртме "Знание" пӗрлешӳ ирттернӗ ашшӗ-амӑш пуҫарӑвӗсен конкурсӗнче палӑрни пулӑшнӑ. 

Ҫак кун шкула хӑнара вӑрҫӑ ачи, концлагерьте асап тӳснӗ Михаил Абрамович Лавин пулчӗ. Вӑл вӗренекенсене йывӑр шӑпи пирки каласа кӑтартрӗ. Хӑйне фашистсен пусмӑрӗнчен Хӗрлӗ ҫар салтакӗсем ирӗке кӑларнине халь те лайӑх астӑвать 85 ҫулти ватӑ. Шкулти кашни ачан ҫемйинче вӑрҫӑ паттӑрӗсем пур. Вӗсем ҫинчен вӗренекенсем "Манӑҫми ятсем" сочиненире ҫырса кӑтартнӑ. Чи лайӑххисем тӑрӑх документлӑ фильм ӳкерме палӑртаҫҫӗ. 

Сочиненисен конкурсӗнче Валерия Петрова ҫӗнтернӗ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫӗнче аслашшӗ пирки каласа кӑтартнӑ. 

Шкулти асӑну комплексӗ малашне тӗрлӗ патриотла ӗҫ-пуҫ ирттермелли вырӑн пулӗ. 

 

Надежда Александрова, Михаил Солин