Шупашкарти 38-мӗш шкулта Раҫҫей Геройӗ Леонид Константинов ячӗпе пограничниксен мухтавӗн пӳлӗмне уҫрӗҫ

Ку вӗренӳ учрежденийӗ те паттӑр ячӗпе хисепленсе тӑрать. Пурӑннӑ пулсан Леонид Сергеевич ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултармаллаччӗ. 

Леонид Константинов Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Липовка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех хӑйӗн умне летчик пулма тӗллев лартнӑ. Вӑтам шкул пӗтерсен Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн ӑна пограничниксен ҫарне ҫирӗплетнӗ. 1982-мӗш ҫултан Афганистанри, Грузири, Абхазипе Таджикистанри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 2001-мӗш ҫулта ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӑна Ми-8 вертолетпа вӑрҫӑ пыракан Чечен Республикинчен Ингушетине Патшалӑх Думин депутачӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Бортра 14 ҫын пулнӑ. Анчах тӑшмансем вертолета пеме тытӑннӑ. Леонид Константинова 6 хут амантнӑ. Ниме пӑхмасӑр вӑл транспорта хӑрушсӑр ҫӗре илсе ҫитерме пултарнӑ - пассажирсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хӑй вара йывӑр сурансене пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак паттӑрлӑхшӑн ӑна "Раҫҫей Геройӗ" ята панӑ. 

Паттӑр ячӗпе уҫнӑ пӳлӗмре сӑн ӳкерчӗксем, наградӑсем, документсем тата харпӑр хӑй япалисем вырӑн тупнӑ. Пограничниксен ҫарне халалласа ҫырнӑ кӗнекесене вырнаҫтарнӑ. Леонид Константинов - 2 ача ашшӗ. Ҫемйишӗн вӑл яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. 

Пухӑннӑ шкул ачисем, кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем паттӑра халалланӑ пӳлӗмпе паллашнӑ май, унӑн вилӗмсӗр ятне малашне те асра тытма шантарчӗҫ. Ку вырӑн вара ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе пысӑк витӗм кӳме пулӑшӗ. 

Раҫҫей Геройӗн ятне вӑл ҫуралса ӳснӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче та манмаҫҫӗ. Ҫулсерен республика шайӗнчи волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ. Тӑван шкулӗнче те Леонид Константинова халалласа музей уҫнӑ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров