Шупашкарта республика шайӗнчи "Эпӗ - ҫӗнӗ пинҫуллӑх хӗрарӑмӗ" форум иртрӗ

Вӑл тӗрлӗ ӗҫре аталанакан хастар та пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ 600 ытла ҫынна пӗрле пуҫтарчӗ. Уяв Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӗрлерӗ. 

Йыхравланӑ кашни хӑнан тӗрлӗ шӑпа, пурнӑҫри шухӑш-тӗллевӗ, чун киленӗҫӗ. Форума хутшӑнакансем йышӗнче предпринимательсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсене ертсе пыракансем, обществӑлла хастарсем. Кашниех хӑй пурӑнакан вырӑна аталантарссипе, хӑтлӑрах тӑвассипе тӑрӑшать. Уявӑн тӗп пайне чыслав йышӑнать. Хӗрарӑмсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухса наградӑллӑ пулчӗҫ. Регион ертӳҫи Олег Николаев республикӑра тепӗр уяв - Ял хӗрарӑмӗсен кунне - пуҫарнине пӗлтерчӗ. Ӑна ҫулленех юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвӑпӑр. Ҫак хыпара залра пухӑннисем те хаваспа йышӑнчӗҫ.

Уяв программи кӗтменлӗхсемпе, чуна хумхантаракан самантсемпе пуян пулчӗ. Халӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑмсен хӑйсен гимнӗ те пур. Ӑна сцена ҫинчен "Ҫеҫпӗл"  ансамбль шӑрантарчӗ.

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн тӗрлӗ ял-хулинчи пайташӗсем пӗр-пӗрне "хӗр-туссем" тесе чӗнеҫҫӗ. Чи хастаррисене уявра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алал Салаева тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Наталья Николаева чысларӗҫ.  

Пухӑннисем валли хатӗрленӗ тепӗр парне - Раҫҫей халӑх артисчӗн Ирина Пегован спектакль-концерчӗ. Зал ӳнерӗн тӗлӗнмелле тӗнчине  путрӗ. Унта хӗрарӑм сасси кӗвӗре, шӑпара, кашни сӑнарта. Кӑҫалхи уявран этемлӗхӗн черчен ҫурри уйрӑмах хавхаланупа саланнӑ пек туйӑнчӗ. Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсенче тӑван тӑрӑхӑн чунӗ, вӗсем кил вучахӗн управҫисем, ҫемье тӗревӗ. Апла хӑйсене уйрӑм уяв халалланине чӑннипех тивӗҫ.

Алиса Александрова, Виктория Логунова, Игорь Ульянов