Шупашкарта "Песни о СВОих" конкурсӑн гала-концерчӗ иртрӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксен мӑшӑрӗсем, амӑшӗсем, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем тухрӗҫ. Республикӑри 18 муниципалитетран 6 солист, 14 вокал ансамблӗ ҫитнӗ. Юрӑ уявне "Единая Россия" партин Хӗрарӑмсен юхӑмӗ ытти проектсем пулӑшнипе йӗркеленӗ. 

Салтаксен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсен юррисем тунсӑхпа, хумханупа, шанӑҫпа тулли. Хӗрарӑмсем паллӑ авторсен юррисемпе танах хӑйсем ҫырнисене те шӑрантарчӗҫ. "Возвращайся живым, мой брат" хайлава, сӑмахран, Ольга Дубининапа Людмила Андреева ятарлӑ ҫар операцийӗнчи шӑллӗне халалланӑ. Ольга Дубинина фронтран ывӑлне кӗтсе илеймен. Юрӑ ӑна йывӑр хуйхӑра ҫӑмӑллӑх кӳнӗ. 

"Песни о СВОих" пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енре пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Суйлав 2 тапхӑрпа иртнӗ. Малтан тӳресем куҫа-куҫӑн тӗл пулса итлеме 20 хутшӑнакана йышӑннӑ. Вӗсенчен 10-шӗ конкурс лауреачӗсем пулса тӑнӑ. 

Конкурса "Пӗрле" фонд, ҫӗршыв хӳтелевҫисен ҫемйисен комитечӗ пулӑшнипе Культура министерстви, Хӗрарӑмсен Канашӗ йӗркеленӗ. Концерта пухӑннисен йышӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев та пулчӗ. "Ҫакӑн пек ӗҫ-пуҫ вӑхӑтӗнче ҫемьесен шалти пӑшӑрханӑвне чунпа туятпӑр", - палӑртрӗ вӑл. Сцена ҫинчен Тӑван ҫӗршыв, ҫуралнӑ кил, арҫынсен ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫӗ ҫинчен ҫырнӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. Залра ларакансем шӑппӑн, хушӑран куҫҫуль витӗр итлерӗҫ вӗсене.

Конкурсӑн тӗп парнине Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗрарӑмсен канашӗн "Забота о СВОих" пултарулӑх ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ сасӑ студийӗнче хӑйсен юррине ҫырма пултарӗ. 

Алиса Александрова, Виктория Логунова, Денис Афанасьев