Шупашкарта "ПапаФЕСТ" фестиваль иртрӗ

Уяв Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче республикӑри туслӑ ҫемьесене пӗрле пуҫтарчӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑх урокне хутшӑнчӗҫ, пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. 

Уява Чӑваш Енри фитнес-аэробика федерацийӗ хаваслӑ зарядкӑпа пуҫларӗ. Аслисем те, ачасем те тӗрлӗ хускану туса кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗҫ. Фестивале 6-мӗш ҫул регионти Обществӑлла палата пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та йӗркелӳҫӗсем пуян та кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Николаев ячӗллӗ паркра ҫемьесем валли 40 ытла тӗрлӗ лапам ӗҫлерӗ. Республикӑри шахмат федерацийӗ мини-турнир ирттерчӗ. Унта аслисем те, кӗҫеннисем те хаваспах хутшӑнма пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех урамри пысӑк шахматсем те ҫак спорт тӗсне кӑмӑллакансене илӗртрӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шалти ӗҫсен министерствипе Патшалӑх автоинспецийӗнчи специалистсем, кинологсемпе ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем  ачасене хӑйсен ӗҫри вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, ҫӑлавҫӑсем шывра путакана пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗҫ. Ӑстасен хулинче те яланхилле ачасем йышлӑ пулчӗҫ. Кунта ҫемьесем йывӑҫпа ӗҫлеме вӗренчӗҫ, гипсран, хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталарӗҫ тата ытти те. "Карате-до" тата "Алмаз" спорт клубӗсем йӗркеленӗ мастер-классем те кӑсӑклӑ пулчӗҫ. Ҫамрӑк  спортсменсем тӗрлӗ хӑнӑхтару кӑтартрӗҫ, кӗрешӳре вӑй виҫрӗҫ.  Наукӑпа техникӑна  кӑмӑллакансем валли вара  "Кулибин" тата "Кванториум" клубсем ӗҫлерӗҫ.

Фестивале  пуҫтарӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем  юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.  Уяв программине Чӑваш академи драма театрӗ "Халӑх йӑли - пурнӑҫ йӗрки" постановкӑпа  пуянлатрӗ. Артистсем чӑваш халӑхӗн  авалхи пурнӑҫне, кун йӗркине кӑтартса пачӗҫ.  

Хастар ашшӗсем те ачисемпе пӗрле  сцена ҫине тухрӗҫ. Ҫитӗннисем хӑйсен тӗпренчӗкӗсене мӗн пӗчӗкрен ырӑ тӗслӗхпе ӳстерни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, ҫакӑн пек фестивальсем питӗ кирлӗ, вӗсем ҫемьере аслисемпе кӗҫӗннисене татах та ҫывӑхлатаҫҫӗ, пӗрне пӗри тӗрев пама хӑнӑхтараҫҫӗ. Уява пухӑннисене техӗмлӗ пловпа хӑналарӗҫ.

Елена Дмитриева