Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрлӑх кӑтартнисене халалласа классикӑлла произведенисем тата хальхи хайлавсем шӑранчӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Екатерина Мальцева Дмитрий Кедрин поэтӑн "Зодчие" балладӑна чуна тивмелле вуларӗ. Тӗп сюжетра - вырӑс ҫарӑсем Ылтӑн Уртана ҫапса аркатнӑ ячӗпе лартнӑ Василий Блаженнӑй чиркӗвӗн историйӗ.
Концерта профессионал артистсемпе танах ҫамрӑксем те хутшӑнчӗҫ. Каҫра кӗслепе тата балалайкӑпа каланине итлеме, наци ташшисемпе тата ҫи-пуҫӗпе киленме май пулчӗ. Хӑйнеевӗр фестивале ытти регионсенчен килнӗ хӑнасем тата тӗрлӗ наци ҫыннисем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсене пурне те вырӑс культурине юратни пӗрлештерчӗ.
Культура керменӗн фойинче вара Чӑваш Патшалӑх Канашӗ тӑрӑшнипе "Герой ашшӗ" курав йӗркеленӗ. Ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен тата ҫар ветеранӗсен салтакӗсен ашшӗсене халалланӑ. Вӗсен аллисенче ывӑлӗсен сӑн ӳкерчӗкӗпе наградисем. Юнашарах вара вырӑс культурипе паллаштаракан анлӑ курав ӗҫлерӗ. Икӗ сехет ҫурӑ пынӑ концерт Раҫҫей историйӗ чӑннипех те пуян та хӑйне евӗрлӗ пулнине ҫирӗплетрӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров