Шупашкарта куракансем нумайлӑха асра юлакан экспозиципе паллашаҫҫӗ

Хурлӑхпа, асаппа, паттӑрлӑхпа, ҫутӑ шанӑҫпа, савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулнӑ вакунсем. Шупашкар чукун ҫул станцине килсе ҫитнӗ Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ 2 кун экскурсие йышӑнать. Куҫса ҫӳрекен музейра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулса курчӗ. 

2025-мӗш ҫулта пуйӑс ҫулҫӳревне тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ун маршручӗ ӗҫ мухтавӗн хулисем тӑрӑх иртет. Кашни вакунра урӑх сывлӑш, сасӑсем, шӑршӑсем, уйрӑм пулӑм. Хальхи технологисем пулӑшнипе курса ҫӳрекенсем хӑйсене ҫав хӑрушӑ тапхӑра таврӑннӑ пекех туяҫҫӗ. Экскурсие пыракансем хушшинче республикӑри тӗрлӗ ял-хулари шкул ачисем, студентсем, мӑн ҫынсем. Тӑван ҫӗршыв историйӗнче хӑрушшӑн ҫырӑнса юлнӑ вӑрҫӑ ҫулӗпе несӗлӗсен йӗрӗпе утса тухни, унӑн нуши-асапне хальхи вӑхӑтри пек курни ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтӗрӗшлӗ тесе палӑртаҫҫӗ аслисем. 

"Ҫӗнтерӳ Пуйӑсӗ" - тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пулӑмсене май пур таран ҫывӑхлатса сӑнарланӑ тӗнчери пӗрремӗш курав. 10 вакунран тӑракан экспозицире 1941-мӗшӗнчи ҫӗртме уйӑхӗнчи хӑрушӑ ир, Брест крепоҫӗнчи салтаксен паттӑрлӑхӗ, блокадӑри Ленинград, санитарсен пӳлӗмӗсем, госпиталь, мунча, асаплӑ концлагерь. Пин те 418 кунпа ҫӗре тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ историне наушниксемпе итлекенсем 80 ытла ҫул каяллахи тапхӑра тарӑннӑн путнӑ пек туйӑнчӗ. 

Вӑрҫӑ синкерӗ кашни киле шакканӑ, кашни ҫемье унӑн хӗн-хурне тӳснӗ. Пирӗн ҫутӑ малашлӑхшӑн пурнӑҫне хӗрхенмен несӗлсен паттӑрлӑхне пирӗн ялан асра тымалла. Чӑваш Ене 3-мӗш хут килсе ҫитнӗ экспозиципе чи малтан паллашнисен йышӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев та пулчӗ. 

Сӑмах май, ыттисемпе пӗрлех Шупашкарта 2 кунлӑх чарӑннӑ Ҫӗнтерӳ пуйӑсне 1800 ытла шкул ачи ҫитсе курмалла. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов