Шупашкарта кирпӗч хуракансен професси ӑсталӑхӗн тупӑшӑвӗ иртрӗ

"Кадрсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелекен Раҫҫей конкурсӗн регионти тапхӑрне кӑҫал тӗп хулари Транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ йышӑнчӗ. 

- Ӑсталӑха ӳстерме пулӑшакан конкурс, - тесе палӑртрӗ строительство министрӗ Владимир Максимов кирпӗч хуракансене ӑнӑҫу суннӑ май. Тупӑшӑва 9 специалист хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ытти ҫулсенче каменщиксен ӗҫне стройка лапамӗнче хак панӑ пулсан, хальхинче вӗсен парта хушшине ларса теори ыйтӑвӗсене те хуравлама тиврӗ. Конкурса хутшӑнас текенсене стаж та, пӗлӳ те кирлӗ. 

Кирпӗч хунине сӑнама вара уйрӑмах кӑсӑк пулчӗ. Кунта мӗн пур технологие пӑхӑнса ӗҫлемелле. Хӑвӑрт, ҫав вӑхӑтрах тирпейлӗ тумалла. 

Конкурса хутшӑнакансен ӑсталӑхне экспертсен комиссийӗ хак пачӗ. Хӗрӳ тупӑшура иккӗмӗш вырӑна Юрий Матвеев йышӑнчӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗ ята 3-мӗш Стройтрест пӗрлешӳре тӑрӑшакан Алексей Петрянкин тивӗҫрӗ. Ҫак конкурсра вӑл унччен те пӗрре мар малтисен ретӗнче пулнӑ. Строительство отраслӗнче Алексей 20 ҫула яхӑн ӗнтӗ тӑрӑшать. Республика чысне чӑваш строителӗсен Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлемелле пулать. Конкурс Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче иртӗ. 

Екатерина Фомина, Павел Иритков