Шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах кирпӗч хуракансен аллинче ӗҫ вӗрет. Вӗсен хӑвӑрт та пур технологине пӑхӑнса тӑрӑшмалла тата ӗҫ сыхлавӗн нормисене те шута илмелле. Конкурсантсен ӑсталӑхне экспертсем шӑпах ҫак енсене тӗпе хурса хакларӗҫ. Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан тупӑшӑва хутшӑнакансен шучӗ те икӗ хута яхӑн ӳснӗ. Пӗлтӗр 16 ҫын пулнӑ пулсан, кӑҫал республикӑри 9 строительство организацийӗнчи 24 специалист хӑйӗн вӑйне тӗрӗслеме кӑмӑл тунӑ. Вӗсем звеносем ҫине пайланса икшерӗн ӗҫлерӗҫ.
Василийпа Евгений Васильевсем - пӗр тӑвансем. Кӗҫӗнни аслисене пӑхса ку профессие суйласа илнӗ. Ҫавӑнпах строительство техникумне пӗтернӗ. "Каменщик ӗҫӗнче чи кирли - чӑтӑмлӑх, вӑйлӑ пулни тата ӗҫе юратни", - тет Василий Васильев.
Конкурса хутшӑнакансен ӗҫ стажӗ 3 ҫултан кая мар пулмалла. Кӑҫал вара 6 ҫултан пуҫласа 29 ҫул таран вӑй хуракансем пуҫтарӑннӑ. Алексей Петрянкин стройкӑра 18 ҫултанпа тӑрӑшать. Ҫак профессие вӑл ашшӗне пӑхса суйласа илнӗ. Вӑл та пурнӑҫ тӑршшӗпех кирпӗч хураканра вӑй хунӑ. Конкурса та Алексей Петрянкин чылай ҫул хутшӑнать. Пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Тупӑшу "3-мӗш стройтрест" пӗрлешӳ хӑпартакан ҫуртра иртрӗ. Ку компани пӗрремӗш ҫул мар ҫак конкурса йӗркелеме пулӑшать. Специалистсем ҫуртӑн 9-мӗш хутне купаларӗҫ. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, кӑҫал та Алексей Петрянкинпа Евгений Воробьев ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта - Федор Егоровпа Николай Соколов. Евгенийпа Василий Васильевсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов