Халӑха йышӑнакан ушкӑнра Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлавӗн министерствисенчи, социаллӑ пулӑшу кӳрекен, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗсенчи специалистсем. Хула ҫыннисене тӗрлӗ ыйту пӑшӑрхантарать. Вӑл шутра сиенленнӗ ҫуртсене йӗркене кӗртесси, пурлӑха ҫухатнине саплаштарасси, юридици пулӑшӑвне тивӗҫесси, тӳлевсем илесси тата ытти те.
Ятарлӑ комисси хваттерсене тӗрӗслесе тухнӑ ӗнтӗ. Ҫуртсене йӗркене кӗртессипе рабочисем ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗрне юсаса пӗтернӗ те. Ӑҫта чӳрече кантӑкӗсене кӑна улӑштармалла, тепӗр ҫӗрте вара хашакӗсене те ҫӗнни лартмалла.
Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене психологи, медицина пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Нумайӑшӗ ҫывӑрайманнипе, юн пусӑмӗ ӳснипе аптраҫҫӗ. Специалистсем вӗсене те сӗну-канаш параҫҫӗ. Влаҫсем уйрӑм ҫынсене ҫеҫ мар, предпринимательсемпе пӗрлешӳсене те пулӑшу кӳрӗҫ. Ҫавӑн пекех сиенленнӗ машинсен хуҫисем компенсаци илӗҫ. Шантарнӑ тӳлӗвсем пурин патне те ҫитӗҫ.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев, Бахтияр Велиев








