Шупашкарта Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем черетлӗ вӗренӳ ирттерчӗҫ

Хальхинче сценари тӑрӑх, пӑтӑрмах Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче сиксе тухнӑ. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӗҫне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ сӑнарӗ.

Сыхланакана Турӑ сыхлать, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пушар хуралӗнче тӑракансем тӑтӑшах вӗренӳ ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура керменне суйласа илни ӑнсӑртран мар. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫывхарать, ҫавна май кунта ҫын нумай пуҫтарӑнасси куҫкӗрет. Сценари тӑрӑх вут-ҫулӑм сцена ҫинче тухнӑ.

Залра ларакансене ирӗке хӑвӑрт кӑларчӗҫ. 10 ҫын вара сӗрӗмпе аптранӑ, имӗш. Вӗсене пушара хирӗҫ кӗрешекенсем ятарлӑ хӳтӗлев маскисем тӑхӑнтартса илсе тухрӗҫ. Хӑшне-пӗрне йӑтса тухма та тиврӗ.

Пушар хуралӗнче тӑракансем ку вӑл вӗренӳ кӑна пулнине асра тытса ӗҫлерӗҫ пулин те, хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫларӗҫ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов