Ку вырӑнта ҫуртсене хӑпартнӑранпах - 1986-мӗш ҫултанпах - пурӑнакансем ҫак таранччен таврана епле хӑтлӑх кӳнине аван астӑваҫҫӗ. 40 ҫул каялла та, паллах, ача-пӑча валли чуччусем туса панӑ. Ун чухнехи лапама кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫуртсем хушшинче чи тирпейлӗ вырӑна палӑртсан ҫӗнетме май килнӗ. Конкурсра 66, 68, 70-мӗш ҫуртсен картишӗ ҫӗнтерсе миллиона яхӑн укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Пурӑна киле вӑл та кивелнӗ. Хальхинче "Ниме - халӑх бюджечӗ" программа пысӑк пулӑшу пулнӑ. Хула администрацийӗпе канашласа ачасем валли вӑйӑ лапамӗ тума йышӑннӑ. 3 уйӑхра халӑхран кирлӗ чухлӗ укҫа пухӑннӑ. Ытти - хыснаран уйӑрни. Кун пек чухне кӑмӑлсӑрланакансем те тупӑнаҫҫӗ. Анчах чӑрмавсем питех пулман. Строительство вӑхӑтӗнчи кирлӗ-кирлӗ мара пуҫтарма вырӑнти хастарсем те, ачасем те пулӑшнӑ. Сӑрласа илемлетме те хутшӑннӑ. Ҫӗнелнӗ картиш уявне чылайӑн пухӑннӑ. Ачасем валли тӗрлӗ вӑйӑ йӗркелерӗҫ. Аслисем эстрада артисчӗсен концерчӗпе савӑнчӗҫ.
Кӑҫал пурӗ 140 ытла проект пурнӑҫа кӗртмелле. Пӗтӗмӗшле хакӗ - 700 миллион ытла тенкӗ. Ҫак укҫана шкулсемпе сатиксене юсама, ача-пӑча лапамӗсем тума, ҫулсем сарма усӑ курӗҫ.
Алиса Александрова, Ярослав Яковлев, Вадим Владимиров








