Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял шкулне никӗсленӗренпе 145 ҫул ҫитрӗ

Унӑн историйӗ 1880-мӗш ҫултанпа ҫырӑнма пуҫланӑ. Малтан земство училищи пулнӑ, ҫулсем иртнӗ ҫемӗн пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан учреждени пулса тӑнӑ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял шкулне никӗсленӗренпе 145 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа унта пысӑк уяв иртрӗ. 

Хӑнасене Ҫӗньял шкулӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Юбилейпа саламлама кунтан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, педагогика ветеранӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ. Шкул пултаруллӑ, ят-сум ҫӗнсе илнӗ ывӑл-хӗрӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Вӗсен йышӗнче ҫыр ҫыннисем те, ӑслӑлӑхра, культурӑра, вӗренӳре ҫитӗнӳ тунисем те пур. 

Паянхи кун шкулта 200 яхӑн ача вӗренет. 16 учитель пӗлӳ парать вӗсене. 2019-мӗш ҫултанпа Ҫӗньялти шкул тӑхӑр класлӑ.

Ачасене тарӑн пӗлӳ пама, тӗрлӗ енлӗ аталантарма пӗтӗм май пур. 2024-мӗш ҫулта шкул ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Хӑтлӑ та ҫутӑ классене ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа, компьютер техникипе тивӗҫтернӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ чиперленнине уяв хӑнисем те палӑртрӗҫ. 

Тӑван шкула саламлама килнисем кунта ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫулсене ӑшӑпа аса илчӗҫ. Кашниех парнепе ҫитнӗ. Шупашкар округӗн администрацийӗ шкула проекторпа ноутбук туянма сертификат пачӗ. Уявра нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан, пултаруллӑ вӗрентекенсене те чысларӗҫ. Ачасемпе учительсем вара пухӑннисене илемлӗ концерт парнелерӗҫ. 

Екатерина Фомина, Альбина Фомина