Шкул музейĕсем хушшинче ирттернӗ ҫӗршыври конкурса пӗтӗмлетнӗ

Унта 69 регионтан 1 пин те 112 управӑш хутшăннă. Вӑл шутра 11-шӗ - Чӑваш Енрен. Тупăшура Шупашкарти 37-мĕш шкулти Ҫар мухтавĕн музейĕ 3-мĕш вырăн йышăннă, Етĕрне тӑрӑхӗнчи Кăкшăм шкулӗнчи музей вара лауреат ятне тивӗҫнӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене "Единая Россия" партин «Истори астăвăмĕ» проекчĕн регионти координаторĕ, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорĕ Андрей Александров чысларĕ. Конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ тӗп хулари 37-мӗш шкула музея аталантарма 200 пин тенкĕлĕх сертификат тата диплом парса саламларĕ. Етĕрнесем те лауреат дипломне тивӗҫрӗҫ. 

Шупашкарти 37-мӗш шкулти музея 1985-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑ Чӑваш Ен хӗрӗсене халалланӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ ятпа 2020-мӗш ҫулта кунта анлӑ реконструкци ирттернӗ, виртуаллӑ музей йӗркеленӗ. Управӑшӑн хӑйӗн сайчӗ те пур. Унпа интерактивлӑ экран ҫинче паллашма пулать. Сайтра 101-мӗш уйрӑм батальонра пулнисем пирки тӗплӗн ҫырнӑ. 

Шкулти музейӑн тӗллевӗсем анлӑ. Конкурсра тивӗҫнӗ сертификатпа управӑшӑн пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатса экспозицие тата кӑсӑклӑрах тӑвасшӑн. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров