Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Таисия Ярцева хӑнасене ҫӗкленӳллӗ те хаваслӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ. Аслӑ уявпа ӑна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Алёна Елизарова саламлама ҫитрӗҫ. Таисия Павловна - 102-ре. Вӑрӑм кун-ҫул вӑрттӑнлӑхӗ - ӗҫе юратнинче, - тет вӑл. Ветеран нихӑҫан та алӑ усса ларман. Ӗҫченлӗх, патварлӑхпа ҫирӗплӗх унра яланах пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан телеграфистсен курсне пӗтернӗ Таисия Павловнӑна 3-мӗш Беларуҫ фронтне янӑ. НКВД-н ҫыхӑну бригадин командирӗ пулнӑ. Калугӑран пуҫласа Кёнигсберга ҫитнӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи паттӑрлӑхне тӗрлӗ наградӑпа палӑртнӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗсене, Германие, Японие ҫӗнтернӗшӗн, Кёнигсберга илнӗшӗн медальсене тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр Шупашкар хулин хисеплӗ гражднинӗ ят парса чысланӑ. Хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Таисия Ярцева фронтра паллашнӑ, Маньчжурире пулнӑ чухне ҫемье ҫавӑрнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫне Таисия Павловна педагогика ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 50 ҫул ытла вӑл ачасене вырӑс чӗлхипе литература вӗрентнӗ. Кӗнекепе халӗ те туслӑ ветеран. Мӑшӑрӗпе вӑл икӗ ача ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ хӗрӗпе пӗрле пурӑнать. Мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем те килсех ҫӳреҫҫӗ. Олег Николаев Таисия Павловнӑна ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунчӗ. Ветерансем - пирӗн мӑнаҫлӑх, вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр, - терӗ регион ертӳҫи. Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пурин патне те ӑшӑ салам открыткисем, парнесем ҫитерсе парӗҫ.
Екатерина Фомина, Сергей Гурьянов








