Халӑха прокуратурӑри, Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлавӗн министерствисенчи, социаллӑ пулӑшу кӳрекен тытӑмсенчи специалистсем йышӑнчӗҫ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ кашни ҫыннӑн ыйтӑвӗсене вӗсем тулли хуравларӗҫ. Мир проспектӗнчи 35-мӗш ҫуртра пурӑнакан Таисия Авксентьева та чӳк уйӑхӗнче инкек тӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра чӳречесене лартса панӑ, ҫуртра ӑшӑ. Ҫапах та ыйтусем пур-ха.
Шар курнӑ кашни ҫынна пӗр хутччен 15 пин те 675 тенкӗ параҫҫӗ. Паянхи куна ҫак тӳлеве 454 ҫын тивӗҫнӗ. Пурӗ вара инкеке лекнисене 4 тӗрлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ. Вӑл шутра сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн пӗр хутччен пособи, пурӑнмалли пурлӑха ҫухатнипе ҫыхӑннӑ ҫӑмӑллӑх тата сиенленнӗ машинсен хуҫисене те компенсаци тӳлеҫҫӗ. Ҫуртсене йӗркене кӗртессипе вара малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне юсаса пӗтернӗ те.
Тӗрлӗ ыйтупа йышӑнӑва 80 ҫын килчӗ. Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов палӑртнӑ тӑрӑх, шантарнӑ пулӑшу пурин патне те ҫитӗ.
Диана Сафонова, Святослав Петров