Савӑнӑҫне те, хуйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ

Республикӑра "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурс иртрӗ. Ӑна онлайн мелӗпе йӗркелерӗҫ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Артемьевсем те хутшӑнчӗҫ.

Юрий Аркадьевич - ҫар ҫынни, Росгвардире ӗҫлет. Альбина Олеговна - садикри воспитатель. Артемьевсем 1999-мӗш ҫулта пӗрлешнӗ. Халӗ вӗсен виҫӗ ывӑл.  Артемьевсем хӑйсем пирки ытти ҫемьерен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастпӑр, теҫҫӗ. Ыттисем пекех пӗрле ҫул ҫӳреве тухаҫҫӗ, кӑмпана, пулла ҫӳреҫҫӗ, юлташӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ, уявсене пӗрле ирттереҫҫӗ. "Ҫемье телейӗ пирки ыйтсан та ним пытармалли те ҫук пирӗн", - теҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Татьяна Самсонова, Виктор Степанов