Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ логотип конкурсӗ малалла пырать

Ӑна Культура министерстви чӳк уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренекенсем те конкурс валли ӗҫсем хатӗрленӗ.

Логотип пурне те ӑнланмалла, тивӗҫлӗ шайра пулмалла, ҫав вӑхӑтрах ҫынсен паттӑрлӑхне кӑтартмалла. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса ӗҫе пуҫӑннӑ 3-мӗш курсра вӗренекен Марат Симаков. Каччӑ сӑмахӗпе, ятарлӑ символ хатӗрлеме ҫӑмӑл пулман. Малтан вӑрҫӑ ҫулӗсем пирки нумай тӗпченӗ, сӑн ӳкерчӗксем пӑхнӑ, унтан 30 яхӑн эскиз хатӗрленӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илсе графика программинче йӗркене кӗртнӗ. Логотип ҫинче - икӗ паттӑр салтак сӑнарӗ, вӗсен хушшинче - тимӗр кӗреҫе. Ытти студентсем те хӑйсен ӗҫӗсенче хӳтӗлев чиккине тунӑ хӗрарӑмсемпе ачасене, тӗрлӗ хатӗрпе вӑрҫӑ паллисене кӑтартнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин