Сӑнӳкерчӗксенче яланлӑхах юлнӑ историллӗ самантсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти тӑван тавралӑх музейӗнче "Берлинти Ҫӗнтерӳ кунӗ" ятлӑ курав уҫӑлчӗ. Вӗсене 2015-2017-мӗш ҫулсенче Виктор Чугаров кинорежиссер ӳкернӗ.

Кун евӗр уявсем йӗркелесе ирттересси халӗ Германире ҫирӗп чарура. Ытти ҫулсенче Берлин урамӗсем тӑрӑх Совет союзӗпе Раҫҫей ялавне йӑтса Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума пултарнӑ ҫынсен паян Георги хӑйӑвне те ҫыхма юрамасть. Ҫавӑнпа та ҫак сӑнӳкерчӗксем нумай пулмасть кӑна пысӑк йышпа иртнӗ савӑнӑҫлӑ уява сӑнлакан истори чӑнлӑхӗ пулса тӑчӗҫ.

"Кашни япалан хӑйӗн вӑхӑчӗ" тата "Тумалли ӗҫе вӑхӑтра тумалла", теҫҫӗ. Ҫак сӑнӳкерчӗксен тӗлӗшпе те ҫапла калама пулать. Тепӗр темиҫе ҫултанах Германи патшалӑхӗн ертӳҫисем историн йӳҫӗ чӑнлӑхне манса ҫапла чӑрсӑрла йышӑнусем тӑвасса кам пӗлнӗ-ха. Виктор Чугаров вара ҫакна чунпа туйнӑ тейӗн.

Берлин хулинче иртнӗ "Вилӗмсӗр полк" акци ҫулсерен тӗрлӗ наци ҫыннине пӗрлештернӗ. Пурте хӑюллӑн хӑйсен паттӑрӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса утнӑ, урамсем тӑрӑх ҫӗнтерӳ юррисене шӑрантарнӑ. Виктор фотоаппарат объективӗ урлӑ кашнийӗн кӑмӑл-туйӑмне палӑртма тӑрӑшнӑ. 

Германин тӗп хулинчи Бранденбург хапхипе Трептов паркӗнче тата ытти вырӑнсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа иртнӗ уявсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти тӑван тавралӑхпа истори музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшчен паллашма пулать. 

Алексей Енейкин