Салтаксене пулӑшас тӗллевпе ӗҫе ҫӳренӗ пек ҫӳреҫҫӗ

Шупашкар тӑрӑхӗнчи Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче "Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр" волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӗсем тӗрлӗ обществӑлла ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшассипе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Ҫырмапуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчи хастарсем салтаксене пулӑшас ӗҫе 2023-мӗш ҫулта пикеннӗ. Ушкӑнра 19 ҫын. Чи малтан вӗсем хӳтӗлев каррисем ҫыхма пуҫланӑ. Пурӗ ҫак вӑхӑтра 350 маскировка тетелӗ хатӗрленӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех шлем ҫине тӑхӑнмаллисем, окоп ҫуртисем те тӑваҫҫӗ, ҫӑм нускисемпе мунчаласем ҫыхаҫҫӗ. Ҫапах та волонтерсем ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахас темен. 2024-мӗш ҫулта ялти хастарсем пулӑшнипе виҫӗ ҫӗвӗ машини туянса салтаксем валли япаласем ҫӗлеме тытӑннӑ. Пултарулӑх ҫуртне вӗсем кашни кун ӗҫе ҫӳренӗ пек ҫӳреҫҫӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хальхи вӑхӑтра Ҫырмапуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчен ятарлӑ ҫар операцинче 12 ҫын. Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарнӑ чухне кашни салтак валли япаласемсӗр пуҫне апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе парса яраҫҫӗ. Ҫулла чей курӑкӗ пуҫтарса типӗтеҫҫӗ. Пурӗ пӗр пин ҫурӑ хутаҫ хатӗрленӗ. Госпитальти салтаксем пирки те манмаҫҫӗ - вырӑн тавраш ҫӗлеҫҫӗ. 

Гуманитари пулӑшӑвне салтаксем патне вырӑнти хастарсем леҫсе параҫҫӗ. Ҫитессине Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин уявӗ тӗлне ҫитерес тӗллевлӗ. 

Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене халалласа музей та йӗркелеме пуҫланӑ. Унта сӑн ӳкерчӗксен стендне, ҫар япалисене вырнаҫтарнӑ. Салтаксем те волонтерсене тав тума манмаҫҫӗ. Тӑван тӑрӑха канма килсен яланах кӗрсе тухаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров