Сахалтан та тепӗр  ҫур ҫул кӗтмелле

Шупашкарти "Кувшинка" микрорайонта ҫурт лартма пая кӗнисем хваттерӗсене кӑҫал та илеймӗҫ. "Лидер" компани хӑпартма пуҫланӑ икӗ ҫурта ҫӗнӗ инвесторӑн туса пӗтермелле. Ӗҫ мӗншӗн вӑраха тӑсӑлни тата ӑна хӑҫан вӗҫлес пирки вӑл Строительство министерстви пая кӗрсе улталаннисемпе ирттернӗ тӗл пулура каласа кӑтартрӗ. 

Ленинла Комсомол урамӗнчи 3-мӗш позицие 2017-мӗш ҫултах хӑпартма пуҫланӑ. Хваттер уҫҫисене ҫынсен 2020-мӗшӗнче илмелле пулнӑ. Анчах стройка паян кун та вӗҫленмен. Ҫак микрорайонти 19-мӗш позицире те лару-тӑру ҫавнашкалах. "Лидер" компани ҫуртсене хута ямалли вӑхӑта пӗрре мар куҫарнӑ. Пӗлтӗр республика правительстви ку объектсене 13-мӗш строительствӑпа монтаж управленине панӑ.

Ҫӗнӗ инвестор ҫуртсене кӑҫал туса пӗтерме шантарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать, ӗҫӗ ҫаплипех нумай. Строительство компанийӗн представителӗ Дмитрий Малетыч ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх пулни ҫурта вӑхӑтра хута яма чӑрмав кӳнӗ. Халӗ ку ыйтӑва татса панӑ.

Ҫитес эрнерен кунта шалти ӗҫсене тума тытӑнӗҫ. Ҫурта ӑшӑ яма хатӗрлемелле. Кӑрлач уйӑхӗнче рабочисен шутне ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ графикпе килӗшӳллӗн ҫуртсене 2026-мӗш ҫулӑн иккӗмӗш кварталӗнче туса пӗтермелле. Прокуратурӑпа пӗрле ӗҫ мӗнле пынине асӑрхасах тӑрӑпӑр, - терӗ строительство министрӗ Владимир Максимов.

Екатерина Фомина, Сергей Емельянов