Республикӑри пултаруллӑ хӗрарӑмсем Пушкӑртра иртнӗ ҫӗршыври "Раҫҫей хӗрарӑмӗн чӗри" фестивальте палӑрнӑ

Унта шӑпах ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтак амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енри "Шик арӑмсем" ушкӑн пурне те тыткӑнлама пултарнӑ. Вӗсемпе ҫак кунсенче "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондра тӗл пулу иртрӗ. 

Пултарулӑх ушкӑнӗ Пушкӑртри тӗп сцена ҫине "Письмо матери к сыну" номерпе тухнӑ. Хӑйсен паттӑрӗсен потречӗсене алла илсе "С чего начинается Родина?" юрра чӑвашла тата вырӑсла шӑрантарнӑ. 

Ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи Валентина Чурсина палӑртнӑ тӑрӑх, коллектив Ӗпхӳне тухса кайиччен 10 кун маларах кӑна йӗркеленнӗ. Салтак амӑшӗсене фестивале хутшӑнма "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн кураторӗсем сӗннӗ. Ҫак шухӑша аннесем ырласа йышӑннӑ. Паллах, сцена ҫине тухасси питӗ хумхануллӑ. Ҫапах та вӗсем вӑйлӑ, ҫирӗп ҫынсем пулнинче иккӗленмелли ҫук.

Пӗри медицина сестри, тепри экономист, виҫҫӗмӗшӗ вара ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшать. Вӗсене хуйхӑ пӗрлештернӗ. "Шухӑша путсан, нимӗн те тумасан чунра тата йывӑртарах. Юрӑ-кӗвӗ вара пире лӑплантарать", - теҫҫӗ амӑшсем. Нумайӑшӗ пысӑк сцена ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗ-пӗришӗн ку ҫӗнӗлӗх мар. Сӑмахран, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Галина Новикова "Палан" фольклор ушкӑнне ҫӳрет. Хӑйсен пултарулӑхӗпе республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче пурӑнакансене те савӑнтараҫҫӗ. 

Пирӗн ушкӑнӗ Ӗпхӳри сцена ҫине чи малтан тухнӑ. Ку вӑл пысӑк яваплӑх тата чыс. Валентина Чурсина ҫемьесен архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе видео сыпӑкӗсенчен чуна пырса тивекен ролик хатӗрленӗ. Фестивале Атӑл тӑрӑхӗнчи 14 регионти 160 салтак амӑшӗпе арӑмӗ хутшӑннӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи Ольга Дубинина ҫар хирӗнче 4 ҫул каялла ывӑлне ҫухатнӑ. "Тӑвансем юнашар пулни мана хуйхӑран тухма пулӑшрӗ", - тет вӑл. Салтак амӑшӗ "Новый путь" хуҫалӑхра осеменаторта ӗҫлет. Пултарулӑх валли те вӑхӑт тупать хастар хӗрарӑм.

"Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗ салтаксен ҫемйисене пулӑшсах тӑрать, вӗсен тӗрлӗ ыйтӑвне татса парать. Амӑшсем фестивале хутшӑннинче те фондӑн тӳпи пысӑк.

"Раҫҫей хӗрарӑмӗн чӗри" фестивалӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ Инҫет хӗвел тухӑҫ округӗсем хушшинче Бурят Республикинче иртет. Пӗтӗмлетӳ концерчӗ вара Мускавра пулӗ. 

Диана Сафонова, Вадим Владимиров