2025-мӗш ҫултан Раҫҫейре "Ҫемье" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу та кӳреҫҫӗ, укҫан та тӗрев параҫҫӗ. Кӑҫалтан ҫӗнӗ йышши тӳлевсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Ачана тӳлесе вӗрентнӗшӗн компенсацие 168 ҫемье, студентсене пӗр хут паракан 100 пин тенке 208 хӗрарӑм илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ валли ытти ҫӑмӑллӑх та пур.
Ҫакнашкал пунктсенче 3 ҫулчченхи ачасем валли вӑхӑтлӑх усӑ курма япаласем илме пулать. Мӗн кирли унта пурте пур - кӳме, автокреслӑ, кравать, ҫунашка тата ытти те. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑха социаллӑ пулӑшу паракан 10 учрежденире 11 прокат пункчӗ уҫнӑ, тӑваттӑшӗ - Шупашкарта. Ҫак ҫӑмӑллӑхпа 760 ытла ҫемье усӑ курнӑ та ӗнтӗ.
Ачана вӑхӑтлӑх хӑвармалли ушкӑнсем йӗркеленине те ашшӗ-амӑшӗ ырласа йышӑннӑ. Больницӑна е ытти ӗҫпе йӑпӑртлӑха тухса кӗмелле чухне ҫакӑ питӗ меллӗ пулнине палӑртаҫҫӗ вӗсем. Ачасене ятарласа вӗреннӗ специалистсем пӑхаҫҫӗ. "Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫитес ҫул та сахал мар ӗҫ тумалла. Ача япалисемпе тивӗҫтерекен тепӗр 15 пункт уҫма палӑртнӑ. Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗсен шучӗ те ӳсӗ. Пулӑшу майӗсем те анлӑлансах пырӗҫ, - терӗ Алёна Елизарова министр.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов