Республикӑра йӑлана кӗнӗ "Пурӑн, чӑваш эрешӗ" конкурс пуҫланнӑ

Пӗлтӗр ӑна ташӑ тутрине халалланӑ пулсан, кӑҫал салтак тутри тӗрлемелле. Регионсем хушшинче иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвне 22 ҫул тултарнӑ кашни ӑста хутшӑнма пултарать. 

Шел пулин те, Тӗрӗ музейӗнче ӗлӗкрен упранса юлнӑ салтак тутри ҫук. Малтан чӑвашсем пур ҫамрӑка та хӗсмете унпа ӑсатнӑ. Ҫакна Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев хӑйӗн ӗҫӗнче сӑнарланӑ. Унти лаша урапи ҫинче пыракан каччӑсен аллисенче салтак тутрисем курма пулать. 

18-19-мӗш ӗмӗрсенче арҫынсем 20-25 ҫул хӗсметре тӑнӑ. Вӗсем каялла чӗрӗ-сывӑ таврӑнасси иккӗленӳллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа салтака ӑсатасси ҫемьере темиҫе кун тӑсӑлнӑ. Ун чухне кашни ҫамрӑка ятарлӑ тутӑр парса янӑ. Конкурс ҫак эрнере пуҫланнӑ. Тӗрӗ ӑстисене салтак тутӑрне хатӗрленӗ чухнен чӑвашлӑха тытса пыма ыйтаҫҫӗ. Ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 15-мӗшчен йышӑнӗҫ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров