Патриотизм мӗнне нумай сӑмахпа ӑнлантармасӑрах пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавах та унӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ енӗсем чылай. Кунта историпе наука, педагогика, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлени, медиа, ыркӑмӑллӑх, спортпа экологи тата культурӑпа ҫемье кӗрет. Ҫак пахалӑхсене тӗпе хурса форум йӗркелӳҫисем анлӑ ӗҫ-пуҫ туса ирттернӗ. Хӑнасене вӗсем пуян куравпа кӗтсе илчӗҫ. Кунта салтаксен вӑрҫӑра ҫырса пынӑ кун кӗнекисемпе ҫырӑвӗсем, ӳкерчӗксемпе документсем, ҫар хатӗрӗ чылай. Ҫамрӑксене тӗрлӗрен конкурс лапамӗсем те илӗртрӗҫ.
Форума тӗрлӗ ял-хулара вӗренекен шкул ачисемпе студентсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, ҫарпа патриотика клубӗсемпе шырав ушкӑнӗсен пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисене Олег Николаев саламларӗ, Республика Пуҫлӑхӗн кӑҫалхи грант конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ. Ҫар ҫыннисем вара патриотизм туйӑмӗ кашни ҫыннӑн чӗринче пулнине палӑртрӗҫ. Халӑха вӑл тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑха туйма хистет.
Чӑннипех те, тӑван халӑхӑн аваллӑхне пӗлсе унӑн чӗлхипе йӑли-йӗркине хисеплесе ӳсекенсенчен чӑн-чӑн патриотсем пулаҫҫӗ. Ҫак тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатса тӗрлӗ лаптӑкра асра юлмалли калаҫусем иртрӗҫ. Спикерсем патриотизм темине пур енлӗн уҫӑмлатма тӑрӑшрӗҫ. Ҫакӑн евӗр тӗлпулусен усси кӳҫкӗретех. Республикӑра патриотла юхӑм ҫулсерен сарӑлса пырать. Чӑваш Енре халӗ ҫамрӑк армеецсен йышӗнче кӑна 18 пин ытла шкул ачи шутланать. Шырав отрячӗсен шучӗ вара 80-ран иртнӗ. Тӑтӑшах вӗсем ҫӗршыв шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫра палӑраҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Павел Иритков