Республикӑра ӗҫлӗ ҫӳревпе Раҫҫей сенаторӗсен делегацийӗ пулчӗ

Вӗсене Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ Инна Святенко ертсе пычӗ. Сенаторсем Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ, медицина тата социаллӑ обьектсене ҫитсе курчӗҫ. 

Хӑнасем пирӗн республикӑна "Социаллӑ маршрут. Мобиллӗ сенатор" проектпа килӗшӳллӗн килсе ҫитнӗ. Кӑҫал вӑл Атӑл федераци округӗнчи 4 регион урлӑ иртет. Чӑваш Ен иккӗмӗш пулнӑ. Олег Николаев ку ҫӳрев республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Сенаторсен делегацийӗ регионти демографи, сывлӑх сыхлавӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланчӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене пулӑшу кӳрес енӗпе мӗнле ӗҫленипе паллашрӗ, тӗрлӗ объекта ҫитсе курчӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнче аманнӑ салтаксене сиплессипе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Малтанах консультаци ирттереҫҫӗ, стационарта е амбулаторлӑ майпа пулӑшу кӳрессине татса параҫҫӗ. Психологсем те пур кунта. Госпитальте тӗрлӗ йышши операци тӑваҫҫӗ, ҫав шутра снаряд ванчӑкӗсене кӑлараҫҫӗ, сиплев физкультури, массаж, физиотерапи тата реаблитаци тухма пулать. Салтаксене ура ҫине тӑма пулӑшассинче ҫӗнӗ аппаратсемпе тренажерсен тӳпи пысӑк. "Спартак" хушма ятпа ҫӳрекен ветеран госпитале йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн лекнӗ. Кунти майсемпе вӑл питӗ кӑмӑллӑ.  

Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ Инна Святенко Чӑваш Енре пӗрремӗш хут пулнине пӗлтерчӗ. Сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвне республика правительстви пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Ҫавна май пурнӑҫ тӑршшӗне вӑрӑмлатма тата медицина пулӑшӑвӗпе кашни пациента туллин тивӗҫтерме майсем ҫителӗклӗ пулнине каларӗ. Хӑнасем валли культура программи те хатӗрленӗ. Хӗрлӗ тӳремре вӗсем ҫамрӑксемпе пӗрле чӑваш ташши ташлама вӗренчӗҫ.

"Пехет" агромаркетра вара хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Кунта та вӗсем чӑваш юрри-ташшипе тата, паллах, апат-ҫимӗҫӗпе паллашрӗҫ.

Оксана Верликова, Святослав Петров, Вадим Владимиров, Бахтияр Велиев