Тӗп хулари 118-мӗш сатике 380 ытла ача ҫӳрет. Ҫурчӗ кивӗ пулин те, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫак учрежденине хаваспах ярать.
Педагогсен ӗҫӗпе уйрӑмах кӑмӑллӑ ашшӗ-амӑшӗ. Ачасене кунта тӗрлӗ кӑсӑклӑ занятисене явӑҫтараҫҫӗ, хальхи йышши технологисемпе усӑ курса ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ.
Учреждени "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑна хутшӑнса сатик картишне хӑтлӑлатнӑ. Ҫурта та ҫӗнетмелле. Ӑна 40 ытла ҫул каялла хута янӑ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ май ырӑ хыпар пӗлтерчӗ: 118-мӗш сатик федерацин юсав программине кӗнӗ.
Депутат сӑмахӗпе, юсав 28-мӗш ҫулта пуҫланмалла. Ҫак тӗллев валли федераци хыснинчен 100 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ҫурт тул енчен те, шалтан та улшӑнӗ. Инженери, шыв тата ӑшӑ тытӑмӗсене, ҫивиттине ҫӗнетеҫҫӗ. "Богданка" микрорайоншӑн, ку чӑнах та, пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Вероника Павлова, Виктор Степанов, Святослав Петров








