Ҫамрӑксем уйӑхсерен 2 пин ҫурӑ тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче пирӗн ӗҫтеш - Алиса Александрова. "Чувашия" телерадиокомпанире вӑл 2012-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. "Чӑваш Ен", "Алран кайми" кӑларӑмсем валли сюжетсем хатӗрлеме республикӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитет. Пултаруллӑ журналист кирек мӗнле темӑна та уҫса пама ӑста. Пуян чӗлхи, анлӑ тавракурӑмӗ ҫак ӗҫре ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ Алисӑна. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илнӗ ятпа ӗҫтеше саламлатпӑр. Сӑмах май, республикӑра ҫапла майпа ҫулсерен пин ҫамрӑка хавхалантараҫҫӗ.
Екатерина Фомина