Республика Пуҫлӑхӗ Красноармейски тӑрӑхӗнчи чи хӑтлӑ ялта пулса курчӗ

Сахал ҫынлӑ пӗчӗк ялта та ыттисене тӗлӗнтермелӗх пурӑнма пулать. Красноармейски тӑрӑхӗнчи йӗпремсем хӑйсем пирки: ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ теҫҫӗ те тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеҫҫӗ. Тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, Йӗпрем "Трак тӑрӑхӗнчи чи лайӑх ял" ят ҫӗнсе илсе 1 миллион та 500 тенке тивӗҫнӗ. Хастарсемпе ҫак кунсенче регион ертӳҫи Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Йӗпрем ялӗнче 50 ытла ҫын кӑна пурӑнать. Йышне кура мар пӗр иккӗленмесӗр калӑпӑшлӑ проектсем пуҫарса пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

2023-мӗш ҫулта кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх меслечӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Юридици тӗлӗшӗнчен регистрациленсе тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса грантсем выляса илме май тупӑннӑ. Округ администрацийӗнчен сӗннипе, пулӑшу кӳнипе хӑйсен таврашӗнче сиплӗ курӑк пуҫтарса чей пуххисем тума пуҫланӑ. Вӑрманта, улӑхра, юханшыв тӗлӗнче экологи тӗлӗшӗнчен таса ӳсен-тӑран чылай. 

Чылай чухне техӗмлӗ чечек-курӑка тупӑш тӑвассишӗн те мар, парнелӗх пама типӗтеҫҫӗ. Патшалӑх сӗнекен пулӑшупа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа пӗр ҫулхине ҫул тунӑ. Унтан халӑхпа пухӑнмалли ҫурт лартнӑ, каярахпа хушма пайне ҫӗкленӗ. Ҫынни нумай мар, анчах пӗчӗк кӑна хӑтлӑ кӗтесре концерт лартма та, пуху ирттерме те вырӑнӗ ҫителӗклӗ. "Ниме - халӑх бюджечӗ" ят илнӗ программӑпах ял пӗвин сӑн-сӑпачӗ те тӗпрен улшӑннӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, душ, хӗвелтен хӳтӗленсе выртмалли вырӑнсем йӗркеленӗ. Йӗри-тавра ытарайми илемлӗ ҫут ҫанталӑк. Курма килнисене те йӗпремсен кану кӗтесӗ тӗлӗнтерчӗ. 

Пӗве таврашне татах та хӑтлӑх кӳресшӗн, пулӑ ӗрчетесшӗн. Яла аталантарассипе вара шанӑҫа пӗрре мар тӳрре кӑларнӑ программӑпа малалла ӗҫлес тӗллевлӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров