Республика ҫыннисем этнографи диктанчӗ ҫыраҫҫӗ

Ҫӗршывра "Этнографи диктанчӗ" акци пырать. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа унта 2 миллион ҫурӑ ытла ҫын хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансем те хӑйсен пӗлӗвне хаваспах тӗрӗслеҫҫӗ. 

Акцие хутшӑнакансене Чӑваш наци музейне йыхравлани ӑнсӑртран мар. Диктанта кунта Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине вырнаҫтарнӑ залра ҫырчӗҫ. Ҫакӑ ыйтусене хуравлакансемшӗн хӑйне евӗрлӗ пулӑшу пулчӗ. Диктантра пурӗ 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурипе, 10-шӗ вара Чӑваш Республикипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама 45 минут параҫҫӗ. Диктант ҫыракансем пур ыйту та кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова