Регион управленийӗн центрӗ 2 ҫул тултарчӗ

Кама мӗн кӑсӑклантарнине регион управленийӗн центрӗнче ӗҫлекенсем никамран лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫынсем социаллӑ сетьсенче хӑваракан ыйтусене тишкереҫҫӗ вӗсем. Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ килекеннисене те шута илеҫҫӗ. 

Яваплӑ ведомствӑсемпе интернет урлӑ ҫыхӑнмалли мелӗн уссине Чӑваш Енре пурӑнакансем пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Енчен те 2021-мӗш ҫулта социаллӑ сетьсемпе усӑ куракансен 38 проценчӗ ҫакна ырланӑ пулсан, кӑҫал ку кӑтарту 53 процентпа танлашнӑ. Мониторинг тытӑмне пин те 300 ытла организацие кӗртнӗ. Министерствӑсемпе, муниципалитетсен администрацийӗсемпе, больницӑсемпе, шкулсемпе, садиксемпе ытти учрежденисемпе ҫыхӑну тытни часах хурав илме пулӑшать. Хӑш-пӗр ыйтӑва ҫийӗнчех татса параҫҫӗ пулсан, теприсем валли вӑхӑт ытларах кирлӗ, - теҫҫӗ регион управленийӗн центрӗнчи специалистсем. 

Халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме ҫӗнӗ технологисем те пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, вакцинаципе социаллӑ тӳлевсем пирки ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама чат-бот туса хунӑ. Нумай пулмасть вара ятарлӑ тытӑм чӑвашла ҫырнӑ хыпарсене ӑнланма пуҫланӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа социаллӑ сетьсенче Регион управленийӗн центрӗ министерствӑсен, муниципалитетсен ертӳҫисемпе тӳрӗ эфирсем ирттерме тытӑннӑ. Ҫапла майпа ҫынсене влаҫра тӑракансемпе хутшӑнма май туса пани паха. 

Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова