Пирӗн республикӑра 100 ытла халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, чикӗ леш енчен пулсан та Раҫҫейри тӑнӑҫлӑхпа мӑнаҫланаҫҫӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисен культура эткерлӗхӗпе паллаштаракан чаплӑ курав йӗркеленӗ. Маҫтӑрсем хӑнасене пултарулӑхри вӑрттӑнлӑхсене хаваспах уҫса пачӗҫ. Кам тӗрлеме, кам тӗрлӗ капӑрлӑх, теприсем хуҫалӑхра кирлӗ япаласем тума ӑста. Уяв ячӗпе пухӑннисене Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ, Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, ҫавӑн пекех культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова саламларӗҫ. Вӗсем Раҫҫей вӑйӗ - халӑхсем пӗр-пӗрне хисепленинче, туслӑ пурӑннинче пулнине палӑртрӗҫ. Уявра халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ал-ӗҫ ӑстисене, тӗрлӗ наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисене Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин Хисеп хучӗпе чысларӗҫ.
Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳчӗҫ, тӗрлӗ наци юрри-ташшине парнелерӗҫ, пухӑннисене уяв ячӗпе чунтан саламларӗҫ.
Диана Иванова, Святослав Петров