Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нацистсем тӗп тунӑ мирлӗ халӑха асӑнмалли кун пулчӗ

Историксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, сӑмах 13 миллион ним айӑпсӑр ҫын шӑпи пирки пырать. Хальхи ӑрӑвӑн тӗп тивӗҫӗ - ҫак синкерлӗхе асра тытасси, тӗрӗслӗхе упраса хӑварасси. Ҫак тӗллевпех Хӗрлӗ Чутайри культура ҫуртӗнче "Без срока давности" курав уҫӑлчӗ.

Куҫса ҫӳрекен курав фашистсен ирсӗрлӗхне сӑнлать. Хӑрушӑ вӑрҫӑ Совет Союзӗнчи 27 миллион ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ. Вӑл шутран ҫурри - мирлӗ халӑх пулнӑ. Сӑн ӳкерчӗксенче - нацистсен сӗмсӗрлӗхӗ, ҫын чӑтайми нуша. Экспозици халиччен калама юраман самантсемпе те паллаштарать. Ҫапла ку таранччен вӑрттӑнлӑхра усранӑ 7 пин архив документне уҫӑмлатнӑ. Ку курав ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Культура керменне округри шкулсенче вӗренекенсемпе педагогсем пухӑннӑ. Курава уҫма Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин хутшӑнчӗ. Вӑл ҫак экспозици истори чӑнлӑхне упраса хӑварма пулӑшнине палӑртрӗ. Курава "Единая Россия" партин "Истори астӑвӑмӗ" проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Стендсенче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче оккупациленӗ мӗн пур облаҫ пирки, вӗсенче нимӗҫсем епле алхаснине сӑнланӑ. 

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен фронта 8 пин ытла ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен ҫурри киле таврӑнайман. Ыттисем тылра ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑл шутра хӳтӗлев чикки чавнӑ. "Без срока давности" курав Хӗрлӗ Чутайра уйӑх ӗҫлӗ. Унтан республикӑри ытти хулапа округа ҫитӗ. 

Диана Сафонова, Виктор Степанов