Раҫҫей халӑхне пӗрлештерекен мӑнаҫлӑ проект 

"Ҫӗршывӑн тӗрленӗ картти" тӗрлӗ регионти маҫтӑрсене хӑйсен карттине эрешлеме хавхалантарса янӑ. Паянхи кун тӗлне Белгород, Брянск, Курган, Псков облаҫӗсенчи, Адыгея, Камчатка тата Чукотка тӑрӑхӗнчи ӑстасем ҫак ӗҫе вӗҫленӗ.

Пӗр чикӗмрен пуҫласа калама ҫук пысӑк искусство ӑсталӑхӗ таран. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти - Аслӑ ҫӗршывӑмӑрти пин-пин ҫулхи халӑхсен нимпе танлаштарма ҫук ӑс-хакӑл пуянлӑхне упракан паха тупра тата Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑчӗ. Ӑна тӑвас ӗҫре 260 ытла тӗрӗ ӑсти вӑй хунӑ. Пирӗн ылтӑн алӑллӑ маҫтӑрсем вара кашни регион карттине пӗрлештерсе тӗлӗнмелле илемлӗ кавир пухма пултарчӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ пӗлтӗр Раҫҫей кунӗнче иртрӗ. Конституци кунӗнче вара ҫӗнӗ регион карттисемпе пуянланнӑ тӗрре Мускавра пахаларӗҫ.

Ҫак шухӑшпа хӑпартланса халӗ чылай регионти ал ӗҫ ӑстисем хӑйсен тӑрӑхӗн карттине тӗрлеҫҫӗ. Раҫҫейӗн чи аякри ҫурҫӗр кӗтесӗнче вырнаҫнӑ Чукоткӑра акӑ, хӑйне евӗрлӗ ӳнер ӑсталӑхӗ хатӗр те. Пӑлан тирне тӗрлесе илемлетесси ҫӑмӑл пулман. Ун умӗнче авалхи ал ӗҫӗн мелӗсене усӑ курса 6 маҫтӑр 2 уйӑх тарӑшнӑ. Ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑран татӑксемпе, вӗт шӑрҫапа, шӑмӑпа, пӑлан сухалӗпе тата ытти тискер чӗрчун ҫӑмӗпе илемлетнӗ. Ҫапла майпа карттӑра Чукотка пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Чӑваш Ен пуҫарӑвӗпе халӗ пӗтӗм ҫӗршыв "чире кайнӑ" теме пулать. Рязань тӑрӑхӗнчи тӗрӗҫсем, сӑмахран, чӑвашсен тӗслӗхӗпе хӑйсем те Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине пухса хатӗрлеме тӗллев тытнӑ. Ӑстасем яваплӑ ӗҫе пуҫӗпех кӗрсе кайнӑ. Ҫак чикӗсӗр пултарулӑх ҫулне уҫакан черетлӗ фестиваль ҫӗршыври мӗн-пур тӗрӗҫе пӗрлештерсе халӑхсен туслӑхне ӗмӗр-ӗмӗрлӗх асамлӑ ҫыхӑпа ҫирӗплетӗ. 

Алексей Енейкин, Людмила Майкова, Виктор Степанов