Пурнӑҫ ҫулӗпе - ҫур ӗмӗр алла-аллӑн

Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакан Столяровсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитрӗ. Мӑшӑра ылтӑн туй ячӗпе саламлама сумлӑ хӑнасем те ҫитрӗҫ. 

Мӑн Явӑшри культурӑпа спорт центрӗнче Юрий Павловичпа Ольга Алексеевнӑна чыслама ачисем, мӑнукӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫемье пуҫлӑхӗ - Муркаш тӑрӑхӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗскер, пӗтӗм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ: 40 ҫул ҫак тытӑмра тӑрӑшнӑ. Ахальтен мар вӑл "Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫемье вучахӗн управҫи тата шанчӑклӑ юлташӗ Ольга Алексеевна чылай ҫул "Выльский" хуҫалӑхра тӗп бугхалтерта ӗҫленӗ. Унтан "Меховщик" пӗрлешӳре вӑй хунӑ. 

Юрий Павлович тата Ольга Алексеевна пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулса тӑнӑ. Виҫӗ ача ҫуратса тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Халӗ 7 мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.

Мӑшӑра ылтӑн туйпа саламлакансен йышӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева та пулчӗҫ. "Сирӗн савӑнӑҫа пӗрле пайлама май пулни - пирӗншӗн чыс. Тата нумай ҫул пӗр-пӗрне килӗштерсе пурӑнма сунатпӑр", - терӗҫ сумлӑ хӑнасем. Пурнӑҫ йывӑрлӑхсемсӗр мар, ҫапах та юратупа килӗшӳ пулсан вӗсене ҫӗнтерме пулать, тет мӑшӑр. 

Столяровсем пур енчен те тӗслӗх вырӑнӗнче. Чи пӗлтерешли Юрий Павловичпа Ольга Алексеевна ачисене тӑван ҫӗре юратма, ӗҫчен пулма, ваттисене хисеплеме вӗрентсе ҫитӗнтернӗ.

Диана Сафонова, Виктор Степанов