Пулас профессири ӑсталӑхне ачаллах туптаҫҫӗ

Чӑн-чӑн журналист пекех пӗрмай шыравра вӗсем. Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫамрӑксен центрӗнче "Грани" издательство ҫурчӗ йӗркелекен "Школа-пресс" конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ. 

Кӑҫалхипе18-мӗш хут иртнӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвне хальхинче Республика Пуҫлӑхӗн Ҫамрӑксен политикин управленийӗ те йӗркелеме пулӑшнӑ. Конкурса Раҫҫейри 16 регионтан 100 яхӑн пичет кӑларӑмӗ хутшӑннӑ. Ҫӗннисем - Дон ҫинчи Ростов тата Краснодар тӑрӑхӗ. Ҫавӑн пекех тӳресен хаклавне хӑйсен ӗҫӗсене Камчаткӑран, Дагестанран, Чӗмпӗр, Оренбург облаҫӗсенчен, Челябинскран, Саратовран Волгоградран, Удмуртирен, ытти ҫӗртен ярса панӑ. Ятарлӑ ҫар опеарцийӗ, ҫемьери ырӑ йӑласем, ашшӗ-амӑшӗн профессийӗсемпе чун киленӗҫӗ, читлӗхри чӗрчунсен шӑпи... Ачасем хӑйсем кӑларакан шкул хаҫачӗсенче тӗрлӗ тема хускатаҫҫӗ. Чыслав умӗн ачасем аслӑ юлташӗсен ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнчӗҫ. Паянхи саманапа килӗшӳллӗ, кӑсӑклӑ хаҫат кӑларассин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлчӗҫ. 

Хула шкулӗн чи лайӑх хаҫачӗ, чи маттур корреспондент, чи ӑнӑҫлӑ дизайн, Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ чи лайӑх публикаци... Шкулти медиастуди хастарӗсен ӗҫӗсене тӗрлӗ номинацире хакланӑ. Тӳресен шухӑшӗпе хула шкулӗсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ята Ҫӗрпӳри 2-мӗш тата Краснодарти 23-мӗш шкулсен корреспонденчӗсем тивӗҫ. Ялти шкулта тухса тӑракан чи лайӑх кӑларӑм - Байкал тӑрӑхӗнчи "ШОК" хаҫат. Ҫак номинацирех палӑрнӑ Трак шкулӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. "Наша газета" редакторӗсене пирӗн телерадиокомпанин журналисчӗсен ӑсталӑх урокне хутшӑнма сертификат парса хавхалантарчӗҫ. 

Чи лайӑх корреспондент тивӗҫнӗ парнесене Камчатка тӑрӑхӗнчи Елизово хулине ярса парӗҫ, "Чи лайӑх дизайн" номинаци наградине - Волгограда. Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ материалпа тӳресене Чӗмпӗр облаҫӗнчи "Школьное окно" хаҫат кӑларакансем тӗлӗнтернӗ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов