Пуҫлӑхсем тулли мар мобилизацине лекнисен ҫывӑх ҫыннисене пулӑшсах тӑма шантараҫҫӗ

Ҫакнашкал ҫемьесем валли социаллӑ паспорт хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн салтаксен кил-йышне тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ, ҫав шутра ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ, кулленхи йывӑрлӑхсене тата юридици ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. 

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗршыв тата республика шайӗнче йышӑннӑ майсемпе пӗрле салтаксен ҫемйисене тӗллевлӗ пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Анжеликан мӑшӑрӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче тулли мар мобилизацине лекнӗ. Ар ҫын Красноармейски округӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, ял-йышпа хӑй те ҫара кайма йышӑннӑ. Вырӑнти администарцире унӑн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана тупнӑ пулсан, ҫамрӑк ҫемье пурнӑҫӗнче улшӑнусем самаях туйӑнаҫҫӗ. Декретра ларакан кил хуҫи арӑмӗ халӗ 2 пӗчӗк ачипе юлнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ ачана турттарса ҫӳреме воспитателе ятарлӑ ларкӑчпа тивӗҫтернӗ. Нумай ачаллӑ Ольгӑна пулӑшасси пирки те шутланӑ - унӑн 2 хӗрӗ сатике ҫӳрет. Сатикре пӑхнӑшӑн тата унта апатланнӑшӑн амӑшӗн текех тӳлемелле пулмасть, палӑртаҫҫӗ вырӑнти пуҫлӑхсем. Ҫавӑн пекех 3-мӗш класра вӗренекен ывӑлӗ те шкулта тӳлевсӗр 2 хут апатланать. Малашне ҫемьен ачисем кружоксене ҫӳренӗшӗн те тӑккаланмалла пулмӗ - кил-йыш уйӑхсерен 6 пин тенкӗ переклетлеет.

Унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ районӗнче ятарлӑ картта ӗҫе кӗртесси пирки шутлаҫҫӗ - унпа культура тата спорт учрежденийӗсене, транспортра тӳлевсӗр ҫӳреме пулӗ. Салтаксен ҫемйисен кулленхи нушисене татса пама шантараҫҫӗ пуҫлӑхсем. Пур ыйтӑва та "122" хӗрӳ лини телефонӗпе пӗлтерме пулать. 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров