Алла Салаева пухӑннисене Патшалӑх Думин депутачӗсен 8-мӗш созывӗн ӗҫӗпе паллаштарчӗ. Пурӗ 2 пин те 600 саккун йышӑннӑ, тимлӗхре - Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе вӗсен ҫемйисем тата социаллӑ политика ыйтӑвӗсем. Алла Леонидовна 41 саккуна хатӗрлеме хутшӑннӑ. "Единая Россия" партин халӑх программине суйлавҫӑсен хушӑвӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ. Вӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыни куҫкӗрет. Ҫакна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Йӗпреҫ тӑрӑхне аталантарма 550 миллион тенке яхӑн хывнӑ. Пучинкере тата Хурамалта пурӑнакансем ялӗсенче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ хута янӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнче те улшӑну чылай. 3 фельдшерпа акушер пункчӗ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ тунӑ, районти тӗп больницӑн ҫуртне ҫӗнетнӗ. "Патвар" спорт комплексӗнче те юсав ирттернӗ. Округ пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов Алла Салаевана муниципалитета аталану ҫулӗпе утма пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ. Тӗл пулӑва килнӗ хастарсен те депутата ӑшӑ сӑмах калама сӑлтав пулчӗ. Нумай ача амӑшӗ, сӑмахран, тӗпренчӗкне ятарлӑ апатпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панипе кӑмӑллӑ. Хурамалти шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем вара пӗлӳ ҫуртне ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнине пӗлтерчӗҫ. Ӑна юсав программине кӗртме тӑрӑшӑпӑр,- терӗ Алла Салаева. Сӑмах май, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче парти программипе 7 шкулӑн сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштарнӑ.
Халӗ партин халӑх программине тепӗр пилӗк ҫуллӑха йӗркелес ӗҫ пырать. Алла Салаева унта йӗпреҫсен сӗнӗвӗсене те шута илессе шантарчӗ. Округ аталанӑвне тӳпе хывакан хастарсене Патшалӑх Думин депутачӗн Тав ҫырӑвне пачӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов








