Православи тӗнчи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пукрав паллӑ турӗ

Ҫак кун пур чиркӳре те Турӑ Амӑшне халалласа савӑнӑҫлӑ кӗлӗсем иртрӗҫ. 

Турӑ Амӑшӗн Пукравӗн кунӗ Раҫҫейре чи паллӑ уявсенчен пӗри шутланать. Турра ӗненекенсем ҫак кун чиркӗве каяҫҫӗ, Турра, Унӑн Таса Амӑшне, ҫветтуйсене кӗл тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче халӑх уйрӑмах йышлӑ пулчӗ. Литурги кӗллине Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий ертсе пычӗ, унпа пӗрле службӑна Канашпа Беловолжск епископӗ Стефан тата Улатӑрпа Пӑрачкав епископӗ Феодосий, Шупашкарти арҫынсен мӑнастирӗн наместникӗ Василий (Паскье) архимандрит, епархинчи ытти пачӑшкӑсем хутшӑнчӗҫ.

Пукрав ячӗпе Литурги кӗлли ирттернипе пӗрлех Вениамин (Новицкий) архиепископ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ куна аса илчӗҫ. Пулас архиепископ (манаха тухиччен Сергей Васильевич Новицкий) Минск кӗпернинчи Кривичи салинче 1900 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1928 ҫулта Почаево лавринчи манахсен йышне кӗнӗ. Вӗреннӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче унӑн нимӗҫсем ярса илнӗ ҫӗрсенче те пулма лекнӗ. 1945-1956 ҫулсенче Колымара лагерьте пулнӑ. Ирӗке тухсан Омск тата Тюмень епископӗ, Иркутск тата Чита архиепископӗ пулнӑ, Хабаровскпа Владивосток епархине ертсе пынӑ. 1973 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкар тата Чӑваш епархине ертсе пыма пуҫланӑ, 1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. 

Ӑна Введени чиркӗвӗнче пытарнӑ. 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкар митрополийӗн ҫветтуйсене канонизацилес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗнче Вениамин (Новицкий) архиепископ ятне асап тӳснӗ ҫветтуйсен йышне кӗртме йышӑннӑ. 

Литурги хыҫҫӑн Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий Вениамин архиепископа аса илсе сӑмах каларӗ. Ҫитес ҫул Вениамин (Новицкий) архиепископ ҫӗре кӗнӗренпе 50 ҫул ҫитет. Кӑҫал вара эпир вӑл ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫавна май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Вениамин Новицкие халалланӑ асӑну каҫӗ иртет, 19 сехетре пуҫланать. 

Екатерина Фомина, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина