Православи кӗнекин уявӗ

Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий пилленипе Наци библиотекинче митрополире 2025-2026-мӗш ҫулсенче кӑларнӑ чиркӳ кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫак пулӑма православи кӗнекин кунне халалларӗҫ. 

462 ҫул каялла Раҫҫейре «Апостол» ятпа пӗрремӗш кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна кӑлараканӗ - Иван Федоров дьякон. Пирӗн ҫӗршыври пичет ӗҫӗ чӑн тӗн кӗнекинчен пуҫланни вӑл ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Православи кӗнекисем ытти кӑларӑмсен йышӗнче паянхи кунчченех чи кирлисем, халӑх ыйтаканнисем шутланаҫҫӗ. Шупашкар тата Чӑваш митрополийӗнче ҫак ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

Православи кӗнекисен презентацийӗнче Чӑваш митрополийӗнчи святойсене канонизацилес енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ, Шупашкар епархийӗнчи миссионерсен тата сектантсене хирӗҫ кӗрешекен пай пуҫлӑхӗ, чиркӳ ӗҫченӗсене хатӗрлекен центр ертӳҫи Илия Лебедев иерей Чӑваш митрополийӗнчи святойсем ҫинчен пухса хатӗрленӗ кӗнекепе тата Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшер салинчи Успени чиркӗвӗн историпе архив докуменчӗсемпе паллаштарчӗ. 

«Турӑ Амӑшӗн хӳтлӗхӗнче» (Под Покровом Царицы Небесной) кӗнеке Вӑрмар муниципалитет округӗнчи Мӑнҫырма салинчи Турӑ Амӑшӗн Тихвински таса сӑнӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ ҫинчен каласа парать. Унпа Леонид Ермолаев чиркӳ настоятелӗпе кӗнекене калӑплаканӗ Людмила Владимирова паллаштарчӗҫ.

Православи кӗнекин уявне пухӑннисем Виҫ Ипостаҫлӗ Таса Турӑ ячӗпе Шупашкарта никӗсленӗ арҫынсен мӑнастирӗпе паллаштаракан кӑларӑм пирки тата парнелӗх туянма меллӗ открыткӑсем ҫинчен пӗлчӗҫ. Вӗсем мӑнастир наместникне Василий (Паскье) архимандрита тата Антонина Мордвинова ӳнер тӗпчевҫине тимлесе итлерӗҫ. Мӑнастире сӑнарлакан открыткӑсем ҫине наместникӗн вырӑсла тата француз чӗлхипе вӗрентсе каланисене вырнаҫтарни пурне те кӑсӑклантарчӗ.

Епархи кӑларса таракан «Бог и человек» журнал пирки унӑн тӗп редакторӗ Евгений Давыдов протоиерей каласа пачӗ. Чӑвашла тухакан «Ырӑ хыпар" журнал ӗҫӗ-хӗлӗпе унӑн тӗп редакторӗ Вера Савельева паллаштарчӗ, вӑл тӑван чӗлхепе пичетленекен акафистсене, кӗлӗсене халӑх яланах кӗтни, вӗсене хапӑлласа йышӑнни ҫинчен каларӗ. 

Православи кӗнекин уявне килнисене «Вениамин владыка хӗрес ҫулӗпе утни» (Крестный путь Владыки Вениамина) кӗнекен сӑнавлӑ экземплярӗпе ӑна пухса хатӗрлекенӗ Зоя Токарева паллаштарчӗ. Ҫак кун чӑн тӗнпе пурӑнакан ҫамрӑксем литература клубӗ йӗркелерӗҫ, ӑна ертсе пыма Шупашкар епархийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхне Антоний Ванюшкин иерее шанчӗҫ.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина