Сыктывкар ҫумӗнчи Выльгорт ялӗ пур тавралӑхшӑн та ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче темелле. Ҫулсерен вӑл аталанса, хӑтлӑланса пырать. Кунта тӑтӑшах ҫӗршыв шайӗнчи чаплӑ ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Ялӑн ырӑ улшӑнӑвӗсенче пирӗн ентешӗн Анатолий Князевӑн тӳпи те пысӑк. 2016-2020-мӗш ҫулсенче вӑл Коми республикин ял хуҫалӑх министерствине ертсе пынӑ, правительство ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ. Харӑсах тепӗр 6 министерство ӗҫне тимлесе тӑнӑ. Вӑл йышра спорт тытӑмӗ те. Ҫапла, Анатолий Пантелеймонович тӑрӑшнипех 2020-мӗш ҫулта ҫак чаплӑ кермен хута кайнӑ.
Юрий Иванович Коми тӑрӑхӗнчи кӗрешӳ Федерацийӗн 1-мӗш вице-президенчӗ. Ҫавӑнпа та ҫак спорт керменне вӑл пӗтӗмпех хӑй шучӗпе тунӑ. Ӑна юратса "Ошпи" ят панӑ. Коми чӗлхинчен вӑл "упа ҫури" куҫать. Чӑн та, кунта халӗ тӗрлӗ енчен пуҫтарӑннӑ ачасем упа ҫурисем пекех кавир ҫинче йӑваланаҫҫӗ, сывлӑхне ҫирӗплетсе тупӑшусенче вӑй виҫеҫҫӗ.
Меценат ячӗпе иртекен йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту шайӗ ӳснӗ ҫемӗн ӳссех пырать. Хальхинче унта 17 регионти ирӗклӗ майпа кӗрешекен 137 ҫамрӑк хутшӑнчӗ. 2011-12-мӗш ҫулсенче ҫуралнӑ ачасем ӳсӗмпе виҫине кура 10 медаль пуххине пайларӗҫ. Вӑл йышра Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те палӑрчӗҫ. Канашри Воронков ячӗллӗ спорт шкулӗн хастар вӗренекенӗсем 1-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Вӗсене тӗрлӗ вӑхӑтри олимп чемпионӗсем чысларӗҫ. Чӑваш Еншӗн ку - пысӑк ҫӗнтерӳ пулчӗ.
Алексей Енейкин








