Пирӗн ҫӗршыври ялти чи лайӑх ҫемье Элӗк районӗнчи Мӑн Кӑканарта пурӑнать

Вӗсем нумай ачаллӑ Светланапа Григорий Семеновсем. Раҫҫей шайӗнчи "Ҫулталӑкри ҫемье" конкурса хутшӑнакансене кӑҫал 5 номинацире палӑртнӑ, 89 кил-йыш хутшӑннӑ унта.

Светланапа Григорий Семеновсен ҫемйи 20 ҫул каялла чӑмӑртаннӑ. Туслӑ кил-йышра 7 ача. Иккӗшне - тӑлӑха юлнӑ Сергейпа Станислава - хӑйсен хӳттине илсе ҫитӗнтернӗ.Тӑван ачисенчен чи асли - 18-ти Даша хулара вӗренет. Чи кӗҫӗнни - Гавриил ҫулталӑк та 4 уйӑхра. Пӗлтӗр Республика конкурсӗнче Семеновсем "Чи пултаруллӑ ҫемье" номинацире палӑрнӑ. Кӑҫал Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне вӗсене хӳтӗлеме шаннӑ. Тупӑшу интернетра иртнӗ.

 

Алена Артемкина, Никита Углев