Ҫак ярӑнмалли хатӗре Александр Селёдкин хӑй вӑхӑтӗнче ачисем валли ӑсталанӑ. Халӗ ӑна мӑнукӗсем кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн яланах кил умне вырнаҫтараҫҫӗ. Чикӗ леш енче пурӑнакан мӑнукӗсем шӑпах хӑнана килме ҫула тухнӑ. Кунта ял ачисем те савӑнса выляҫҫӗ. Кӗҫӗннисем ҫеҫ мар, аслисем те тӑвайккипе ярӑнса анма хирӗҫ мар.
Вӑл вун-вун ҫутӑпа йӑлкӑшса иртен-ҫӳрене илӗртет. Йӑл кулса пӑхакан юмахри сӑнарсем те кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Вӗсене юртан тунӑ тейӗн.
Анчах та кӳлепесене урӑх кӑткӑс материалтан ӑсталанӑ. Пенопластпа усӑ курма ӑшӑ хӗл хистенӗ Селёдкинсене. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, юртан купаланӑ кермен Ҫӗнӗ Ҫулччен те ларайман - ирӗлсе кайнӑ. Ҫӗнӗ юр кӗлеткисен шӑпи унчченхисенни пек улмӗ.
Поликарбонатран вара хӳшӗ ӑсталанӑ. Шалта ларса канма та пулать. Пуленккесем ҫине кавир сарнӑ. Кил умне асамлӑх сӑнӗ кӗртме пурӗ 500 ытла метр гирлянда кирлӗ пулнӑ. Илемпе киленекенсене пӗр ыйту канӑҫ памасть - электричествӑшӑн Селёдкинсем миҫе тенкӗ тӳллеҫҫӗ? Вӑтамран та 300 тенкӗ ытларах ҫеҫ, теҫҫӗ хастарсем. Энерги перекетлекен гирляндӑсемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ-ҫке!
Селёдкинсен пурнӑҫне интернетра пин-пин ҫын пӑхса тӑрать. Мӑшӑр пултарулӑхӗпе ытти регионта пурӑнакансем те хӗпӗртеҫҫӗ, парнесем те ярса параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри килне пырсах чунӗнче асамлӑха чӗртнишӗн тав тӑвать.
Илемлӗхе юратакансем ҫак чӑрӑша кашни ҫулах ҫӗнӗ теттесемпе пуянлатаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен ун ҫине яланах мӗнле те пулин капӑрлӑх ҫакса хӑварать. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче вара йӑлана кӗнӗ йӗркепе вӑрманкассем Селёдкинсен ҫурчӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ. Александр пултаруллӑ строитель пулнипе пӗрлех - юрӑ-кӗвӗ ӑсти. Хӑй вӑхӑтӗнче клуб заведующийӗнче те тӑрӑшнӑ. Мӑшӑрӗ вара чечексемпе аппаланма юратать. Унӑн хӗллехи сачӗ чӳречерен курӑнать. Ӗҫченсем ахаль ларма юратмаҫҫӗ. Килес ҫул хуҫалӑхне мӗнле капӑрлатасси пирки халех шутлаҫҫӗ. 20 юр кӗлеткинчен кая мар ӑсталасшӑн, ыттине вара вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров