Пӗтӗм чунтан хисеп тунине палӑртса

Раҫҫей Президенчӗн сӗнӗвӗпе Ҫӗнтерӳ юбилейӗ тӗлне вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑйсем пурӑнакан ял-хулан хисеплӗ гражданинӗ ят парса чыслаҫҫӗ. Ҫапла, Аслӑ уяв умӗн Шупашкарта пурӑнакан хисеплӗ ватӑсене Правительство Ҫуртӗнче тата хула администрацийӗнче чысларӗҫ. 

Кун пекки халиччен нихӑҫан та пулман. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн вӑрҫӑ ветеранӗсене "Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни" мухтавлӑ ят парса чыслаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем ҫак тарана ҫитсе ӗмӗтленме те пултарайман теҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 100 ҫул тултаракан Агриппина Янович аслӑ юбилей умӗн ҫавӑн пекех Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑчӗ. Вӑрҫӑра санитар пулса ҫӗршер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ ветеран ҫак ҫула ҫитсе те общество пурнӑҫӗнче хастар, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассинче те сахал мар тӑрӑшать. Ҫакӑн пекех сумлӑ чыслава республикӑн хисеплӗ тухтӑрӗ - Михаил Сорокин ветеран тивӗҫ пулчӗ. Кӑҫал 100 ҫул тултаракан фронтовик хула аталанӑвӗнче нумай тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫине тӑнипех Шупашкарта травматологи уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Каярахпа эндопротезировани центрӗ хута кайнӑ.

Кӑҫал 101 ҫул тултаракан Зинаида Канова та вӑрҫӑ нушине лайӑх ас тӑвать. 41-мӗш ҫулта шкул пӗтернӗ ҫамрӑка Сӑр хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗре ӗҫлеме янӑ. Унтан вӑл вӑрҫа тухса кайнӑ. Радиотелеграфист пулса хӗр-салтак Берлина ҫитнӗ. Аркадий Скворцов вара вӑрҫӑра яппунсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Халӑхра ӑна фронтовик-ҫыравҫӑ пек лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ветеран Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ шутланать. Ҫавӑн пекех вӑл паллӑ журналист тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 

"Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни" ята 89 ҫулти Надежда Лабузова та тивӗҫрӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл 5 ҫулта кӑна пулнӑ, Смоленск тӑрӑхӗнче пурӑннӑ. Пӗчӗклех аслисемпе тан хаяр ҫапӑҫусене тӳссе ирттерме тивнӗрен халӗ вӑл ветерансен йышӗнче темелле. Хисеплӗ ватӑсене хула ертӳҫисемпе депутатсем, Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем саламларӗҫ. Ҫирӗп сывлӑх сунса ӳлӗмрен те ҫӗнтерӳ кунӗсене пӗрле, сывӑ-чӗрӗ кӗтсе илмелле пултӑр, терӗҫ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров