Пуҫаруллӑ, хастар, мал ӗмӗтлӗ яш кӗрӗм пухӑнчӗ Правительство ҫуртне. Студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем - кашниех республика аталанӑвне хӑй тӳпине хывать. Тӗрлӗ ӗҫре ҫитӗнӳ тӑвакансене Чӑваш Енре ҫулленех патшалӑх премийӗпе чыслаҫҫӗ. 2025-мӗш ҫулшӑн наградӑна 40-е яхӑн ҫын илчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 12 номинацире палӑртнӑ. Сывлӑх сыхлавӗнче "Волонтёр-медиксен" проекчӗ пысӑк хака тивӗҫрӗ. Республикӑри онкодиспансер специалисчӗсемпе пӗрле пуҫарнӑ ӗҫ чире пуҫламӑш тапхӑрта палӑртма, ҫынсен сывлӑхне упраса хӑварма пулӑшать.
Ҫулталӑк темине халалланӑ ӗҫшӗн патшалӑх премине "Союз активной молодежи" пӗрлешӳре тӑракансене пачӗҫ. Иртнӗ ҫул Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ пулнине тӗпе хурса ҫамрӑксен ушкӑнӗ сӗтел ҫи вӑййи хатӗрленӗ.
Ҫавӑн пекех вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, тавралӑха сыхлассинче ҫитӗнӳсем тунӑ ҫамрӑксем хисепе тивӗҫрӗҫ. Кӑҫалтан ял хуҫалӑхне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлекенсене те хавхалантараҫҫӗ. Журналистикӑра ӑсталӑхне туптакансене те палӑртаҫҫӗ. Лауреат ята хафльхинче Екатерина Ракчеева илчӗ.
Лауреатсем 100 пин тенке тивӗҫеҫҫӗ. Сӑмах май, преми виҫине кӑҫалтан икӗ хут ӳстернӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев яш кӗрӗм валли республикӑра ҫул яланах уҫӑ пулнине палӑртрӗ. Вӗсем валли грантсем ҫирӗплетнӗ, тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсене кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавнашкал конкурссенчен пӗри - "Ҫамрӑк лидерсен ушкӑнӗ". Олег Николаев унӑн ҫӗнтерӳҫисене те саламларӗ.
Патшалӑх тимлӗх уйӑрни, пирӗн ӗҫе хаклани хавхалану кӳрет, - терӗҫ ҫамрӑксем.
Екатерина Фомина, Денис Афанасьев








