Канӑва хаваслӑ ирттерес текенсем чылаййӑн пуҫтарӑннӑ - 500 ытла ҫын. Уява йӗркелекенсем ун чухлӗ хӑна пулать тесе шутламан. Йыхрава Шупашкарта пурӑнакансем кӑна мар, республикӑн ытти тӑрӑхӗнче те хапӑл туса йышӑннӑ. Нумайӑшӗ тус-юлташӗсемпе пӗрле килнӗ. Вырӑн пурин валли те ҫитрӗ.
Уяв каҫӗ тивӗҫлӗ канури хастарсене ҫамрӑклӑха тавӑрчӗ. 70-80-мӗш ҫулсенчи паллӑ юрӑсене итлесе киленчӗҫ пухӑннисем. Викторина та пурин кӑмӑлне кайрӗ. Мӗнле кӗвӗ янӑранине пӗлмелле пулчӗ вӗсен. Ҫав вӑхӑтрах хӑвӑртлӑха та тӗрӗслерӗҫ. Пускӑч ҫине пӗрремӗш пусса тӗрӗс хурав паракан ытларах паллӑ пухать. Викторинӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче совет вӑхӑтӗнче ӳкернӗ мультфильмсенчи юрӑсене аса илме тиврӗ. Виҫҫӗмӗшне - тӗрлӗ халӑх ташшисене халалланӑ. Хаваслӑ юрра-кӗвве илтсен вырӑнта чӑтса ларма ниепле те май ҫук.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче 16 ушкӑн тупӑшрӗ. Мала тӑххӑрмӗш команда тухрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем парнеллӗ пулчӗҫ. Сӗтел ҫи вӑййисене юратакансем те кӑмӑлне туллин тивӗҫтерчӗҫ. - Хамӑра та кӑтартрӑмӑр, ҫӗнӗ ҫынсемпе те паллашрӑмӑр, - терӗҫ ветерансем ҫакнашкал илемлӗ уяв йӗркелесе паракансене тав тунӑ май.
Уяв каҫне дискотека илем кӳчӗ. Ташӑ картине пурте хаваспах тухрӗҫ. Ҫулӗпе аслӑ, чунӗпе ялан ҫамрӑк ӑру ҫыннисем ӗҫре те, канура та хастар пулнине хӑйсен тӗслӗхӗпе тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.
Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов