Пӗлӗве, тавракурӑма тата тавҫӑрулӑха тӗрӗслерӗҫ

Кӑҫал пирӗн телерадиокомпани икӗ юбилей паллӑ тӑвать: телевидени - 65, радио 100 ҫул тултарать. Ҫитес вӑхӑтра куракансене вӑйӑ премьери кӗтет - эфира "Телерадиосеть России" ятпа квиз тухать. Ку вӑл радиопа телевидени сигналне саракан центрпа пӗрле хатӗрленӗ кӑларӑм. Сӑмах май, вӑл та кӑҫал ҫавра ҫулне  уявлать.  

Студире хаваслӑ та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл хуҫаланать. Радиопа телекуравра тӑрӑшакансем хӑнана кӳршисене - кӑларӑмсене итлекен-куракан патне ҫитерессишӗн яваплӑ ӗҫтешӗсене чӗннӗ. Вӗсене юбилей ҫулталӑкӗ пӗрлештерчӗ. Радиопа телевидени сигналне саракан центр Чӑваш телевиденийӗпе пӗр вӑхӑтрах, 1961-мӗш ҫулта никӗсленнӗ. 2001-мӗш ҫулта вӑл РТРС йышне кӗнӗ.

Пӗрлехи телевӑйӑ йӗркелеме шӑпах РТПЦра ӗҫлекенсем сӗннӗ. Пӗлӗве, тавракурӑма, тавҫӑрулӑха тӗрӗслес текенсем виҫӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Телевидени аксакалӗсен командинче - Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Володина. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл "Чувашия" телерадиокомпани тилхепине тытса пынӑ. Борис Полозов 43 ҫул операторта ӗҫленӗ. Ун куҫӗпе республика ҫыннисем Чӑваш Ен пурнӑҫӗпе паллашса тӑнӑ. Ветерансем паян та журналистсен, операторсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ӗҫтешӗсемпе тӗл пулма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртеҫҫӗ, телевиденипе радио ҫуралнӑ кунӗпе саламлаҫҫӗ.  

Викторина 7 тапхӑрпа иртрӗ. Кашнинче 6 ыйту.

Хӑш ушкӑн мала тухни - вӑрттӑнлӑх пултӑр. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне эфирта пӗлме пултаратӑр. Ҫавра ҫулсене халалланӑ ӗҫ-пуҫ вӑй илсе ҫеҫ пырать. Итлекен, куракан валли кӑсӑкли тата нумай пулӗ.  

Екатерина Фомина, Святослав Петров